Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йӗрке хуралҫисем

Тӳррипе, лешсем хӑйсене хӗнеттерсех тӑман пуль-ха, анчах вӑл вӗсене кӑкӑртан тата ҫурӑмран темиҫе хутчен ҫапма май тупнӑ. Юрӗ, йӗркипе каласа парар.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 17 ҫулхи Шупашкар пики ШӖМӗн тӗп хулари управленийӗн 5-мӗш пайне хӑйӗн паллаканне ертсе пынӑ. «Ҫапла та ҫапла, ак ҫак каччӑ мана хӗнерӗ», — ӑнлантарнӑ ӳсӗр пике. Пынӑ ҫынна кӑларса яраймӑн. Пикене ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспектор пӳлӗмне чӗннӗ, ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартма ыйтнӑ. Тем килӗшмен-ҫке хӗре — унта вӑл йӗрке хуралҫипе хирӗҫме, хут ҫине ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешме тытӑнса кайнӑ. Шӑв-шава илтсе тепӗр полицейски тата унпа пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм пырса кӗнӗ, чӑрсӑр пикене лӑпланма ыйтнӑ. Ҫакӑ хӗр пӗрчине пушшех уртарнӑ курӑнать — хайхисене кӑкӑр тӗлӗнчен тата ҫурӑмран темиҫе хут ҫапнӑ.

Сӑмах май, каччӑ хӗре хӗнеменни ҫиеле тухнӑ. Пике ӑна хӑратас тесе йӗрке хуралҫисем патне ертсе пынӑ иккен.

Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан хӗр пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.

 

Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗ светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑр ҫул урлӑ вӗҫтерсе иртсе кайнӑ. Ҫакна асӑрханӑ ҫынсем асӑннӑ тытӑмӑн дежурство пайне систернӗ.

Часах айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл полицай капитанӗ, асӑннӑ тытӑмра инженер-электроникра тӑрӑшакан арҫын пулнӑ иккен. «Киа Спектра» машинӑна светофора пӑхӑнмасӑр хӑваланӑскер эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен. Унӑн ӗҫтешӗсен шучӗпе пӑхма вӑл хӗрӗнкӗрехӗн туйӑннӑ.

Полицайсен сумне ярать тесе халӗ капитана ӗҫрен хӑтарнӑ.

 

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх 2010 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем икӗ ӳсӗр ҫамрӑка тытса чарнӑ пулнӑ. Вӗсене ӗҫ машинипеле шалти ӗҫсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Тытса чарнисенчен пӗри полици сотрудникӗсечен устав ыйтнӑ евӗр хӑйсемпе паллаштарма тата ӗҫ удостоверенийӗне кӑтартма ыйтнӑ. Рейда тухнӑ йӗрке хуралҫисене йӗртсе пыракана ку килӗшмен. Вӑл ҫамрӑка тытса чарнӑ вырӑнта та, милици уйрӑмӗнче те темиҫе хут янахран, питрен тата хырӑмран алӑпа ҫапнӑ. Ҫамрӑк ҫыннӑн тутине чӗрсе янӑ, малти шӑлӗн коронкине катнӑ.

32 ҫулхи арҫынна хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Паянхи куна тӗрӗслев ӗҫӗсем вӗҫленнӗ. Ӗҫ материалӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарти хула судне ярса панӑ. Халӗ ӑна РФ УК-ӑн 286 статьипе килӗшӳллӗн айӗплӗҫ.

 

Шупашкарти Ҫӗнтерӳ тӳремӗ ҫумӗнчи пӗр ҫуртра йӗрке хуралҫисем пӗр вӑрра ҫывӑрнӑ вӑхӑтра ярса илнӗ.

55 ҫулхи Шупашкар ҫынни Ҫӗнӗ Ҫула лайӑх палӑртнӑ пулас. Малтан саккун йӗркине пӑсманскер Ҫӗнтерӳ тӳремӗнчи 8-мӗш ҫуртри хваттере кӗрсе кайнӑ. Юрать юнашар кӳршӗсем тимлӗ пулнӑ — яри уҫӑ алӑка курсан полицие шӑнкӑравланӑ, хӑнана кайнӑ хуҫисене пӗлтернӗ.

Йӗрке хуралҫисен вара вырӑна ҫитсен вӑрра нумай шырама тивмен — вӑл кунтах ҫывӑрнӑ. Вӑрланӑ япаласем чикнӗ миххине пуҫ айне хунӑ та тутлӑ ыйӑх курса выртнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 16

1989
37
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2002
24
Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть